Неделя чувашского языка и литературы

                                               Мухтавлă ентешсене халалланă ăс-хакăл вăййи                   

             Чăваш чĕлхипе литератури эрнин пĕр кунĕнче Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 5-8-мĕш класĕнче вĕренекенсем мухтавлă ентешсене халалланă «Вĕсен ячĕсем халăх асĕнче! ятпа станцисем тăрăх йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййине хутшăнчĕç. Вăйă кăсăклă та усăллă иртрĕ. Палăртнă вырăна ăнăçлă çитес тесен «çул çÿревçĕсен»  тăватă станци витĕр тухмалла пулчĕ. Кашни чарăнурах касăклă ыйтусене  хуравларĕс ачасем. «Вĕсем малтисем пулнă» чарăнура  чăваш театрĕпе Чăвашкино пуçаракана, Чăваш Енри  малтанхи космонавт, хĕрарăм çыравçă, малтанхи олимпиец, актриса…, «Хыпар» хаçат никĕслевçи кам пулнине тавçăрмаллаччĕ.  

           «Ĕçĕсем вĕсен мухтавлă, чыслă»  чарăнура ăмăртакансен ятпа хушамат тăрăх вĕсем кам пулнине е тăван халăха, Чăваш Ене  мĕнпе мухтава кăларнине пĕлмелле пулчĕ.

            Виççĕмĕш « Çуралнă кĕтес – чи хаклă вырăн» чарăнури ĕç те кăсăклантарчĕ вĕренекенсене. Ку чарăнура  мухтавлă ентешсен çуралнă вырăнĕсене тĕрĕс палăртма тăрăшрĕç ушкăнсем. В.Чапаев, А.Николаев, Г.Айхи, В.Митта, А. Кокель, Л.Кураков, Çеçпĕл Мишши тата ытти паллă çынсем ăçта çуралнине пур ушкăн та тĕрĕс палăртма тăрăшрĕ.

           Юлашки «Шухăшламалăх пур…» чарăнура  ачасем тÿресем панă пуç ватмăшри чăваш çыравçисен ячĕсене вулама пултарчĕç. Хĕрÿ ăмăртура 7-мĕш классен Саша Ларев ертсе пыракан «Чăваш ачисем» ушкăнĕ çĕнтерчĕ. 8-мĕш класри «чĕкеçсем» вара 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. 5-мĕш класри «маттурсемпе» 6-мĕш классен «Çил çуначĕ» 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Тÿресем ачасен тавра курăмĕ анлă пулнине палăртса хăварчĕç.


«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акцие хутшăнтăмăр

        Мухтавлӑ ентешсен çулталӑкне, Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022»  акци  иртрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те акцие хастар хутшăнчĕç. Тăван чĕлхене хисепленине палăртса диктант çырма парта хушшине 44 ачапа 4 вĕрентекен ларчĕ.

       Диктант  валли кăçал  Константин Петров паллă çыравçăн «Сенкер çăлтăр»   хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ. «Уçлăхра – икĕ космонавт»  ятпа йĕркеленĕ диктанта ачасем кăмăлпах çырчĕç. Андриян Николаев космонавт чăваш халăхне мухтава каларнишĕн мăнаçланнине те палăртса хăварчĕç. «Чăвашла илемлĕ калаçма, çырма кашни чăвашăнах пултармалла», - текен шухăшпа вĕçленчĕ акци.

 

                                                                                               Чăваш чĕлхипе литератури эрни кăсăклă та усăллă иртрĕ

     Ака уйăхĕн 18-25-мĕш кунĕсенче   Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ.  Эрнен пĕрремĕш кунĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем «Сăмахсен вăрттăнлăхĕ» олимпиадăра тупăшрĕç. Несĕлĕмĕрсем авал усă курнă е чĕлхене паян кĕрсе пыракан сăмахсен  пĕлтерĕшĕсене аван пĕлнине çирĕплетсе пачĕç ачасем. Олимпиада çĕнтерÿçи Мария Шугурова пулчĕ. Мария Агашева, Валерий Журавлев  - 2-мĕш вырăнта, Шугурова Раиса – 3-мĕшĕнче. Çак кунхинех 10-мĕш класри Ксения Степанова район шайĕнче иртекен «Сарпи вулавĕсем» конкурса хутшăнса  Раиса Сарпин «Кашни курăка, чĕр чуна,этеме…» сăввине вуларĕ.  4-мĕш класра вĕренекенсем Индира Тихонова вĕрентекен ертсе пынипе Мăн кун йăлине кăтартса савăнтарчĕç.

            Тепĕр кунхине 10-мĕш класра вĕренекенсем «Пурăнсам, тăван чĕлхем»! эссе çырчĕç. Чи маттуррисем Валерия Максимовăпа Ксения Степанова пулчĕç. Эрнен виççĕмĕш кунĕ те усăллă иртрĕ. 8-мĕш класс ачисем Светлана Никитина йĕркеленĕ Патăрьел районĕнчи çыравçăсене халалланă «Поэзи ырсемĕн пур виçĕ хăват…» поэзи сехетне пухăнчĕç. Унта Митта Ваçлейĕ, Геннадий Айхи, Василий Кервен, Раиса Сарпи, Албьина Юрату, Николай Исмуков, Марина Карягина тата ытти паллă çыравçăсем хайланă сăвăсем янăрарĕç. Лариса Урмакова, Анастасия Бахитова, Диана Выросова, Лидия Александрова, Анастасия Бахитова чи маттуррисем пулчĕç.

           5-8-мĕш классем мухтавлă ентешсене халалланă «Вĕсен ячĕсем халăх асĕнче! ятпа станцисем тăрăх йĕркеленĕ ăс-хакăл вăййине хутшăнчĕç. Вăйă кăсăклă та усăллă иртрĕ. Палăртнă вырăна ăнăçлă çитес тесен «çул çÿревçĕсен»  тăватă станци витĕр тухмалла пулчĕ. Кашни чарăнурах касăклă ыйтусене  хуравларĕс ачасем. «Вĕсем малтисем пулнă» чарăнура  чăваш театрĕпе Чăвашкино пуçаракана, Чăваш Енри  малтанхи космонавт, хĕрарăм çыравçă, малтанхи олимпиец, актриса…, «Хыпар» хаçат никĕслевçи кам пулнине тавçăрмаллаччĕ. 

           «Ĕçĕсем вĕсен мухтавлă, чыслă»  чарăнура ăмăртакансен ятпа хушамат тăрăх вĕсем кам пулнине е тăван халăха, Чăваш Ене  мĕнпе мухтава кăларнине пĕлмелле пулчĕ.

            Виççĕмĕш « Çуралнă кĕтес – чи хаклă вырăн» чарăнури ĕç те кăсăклантарчĕ вĕренекенсене. Ку чарăнура  мухтавлă ентешсен çуралнă вырăнĕсене тĕрĕс палăртма тăрăшрĕç ушкăнсем. В.Чапаев, А.Николаев, Г.Айхи, В.Митта, А. Кокель, Л.Кураков, Çеçпĕл Мишши тата ытти паллă çынсем ăçта çуралнине пур ушкăн та тĕрĕс палăртма тăрăшрĕ.

           Юлашки «Шухăшламалăх пур…» чарăнура  ачасем тÿресем панă пуç ватмăшри чăваш çыравçисен ячĕсене вулама пултарчĕç. Хĕрÿ ăмăртура 7-мĕш классен Саша Ларев ертсе пыракан «Чăваш ачисем» ушкăнĕ çĕнтерчĕ. 8-мĕш класри «чĕкеçсем» вара 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. 5-мĕш класри «маттурсемпе» 6-мĕш классен «Çил çуначĕ» 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Тÿресем ачасен тавра курăмĕ анлă пулнине палăртса хăварчĕç.

          7-мĕш класри маттур чĕлхеçĕсем «Тăван чĕлхе асамлăхĕ» викторинăра тупăшрĕç. Валентина Соколовăна çитекенни пулмарĕ. Александр Ларевпа Николай Иванов та тулли хуравсем пама тăрăшнă. Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина вĕрентекенсем 5-6-мĕш класс ачисем валли  «Матви Сакмаров – пултаруллă çыравçă, журналист, вĕрентекен» презентаци куравĕпе йĕркеленĕ çавра сĕтел те кăмăлла иртрĕ. Паллă ентешĕр çинчен ачасем çĕнни нумай пĕлчĕç, унăн хайлавĕсене пĕрле вуларĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. 11-мĕш класра вара «Митта, Айхи…сăнарĕсем асра» литература сехечĕ ачасен асĕнче ырă йĕр хăварчĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче шкулта ирех чăвашла илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Чăвашла тумланнă хĕрпе каччă, 9-мĕш класри Раиса Шугуровăпа Данила Журавлев,  пурне те уяв открыткисем валеçсе пачĕç. Çак кун ачасемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022»  акцие хастар хутшăнчĕç. 9-мĕш класра вĕренекенсем «Хаваслă та çутă Мăнкун»  уявра савăнчĕç, халăх йăли-йĕркине аса илчĕç.

        Эрне тăршшĕпех 4-11-мĕш класра вĕренекенсем мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă «Вĕсене паллатăр-и?», Раççейри халăх культурин эткерлĕхне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук!», Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине халалланă «Патăрьелĕм, савнă Патăрьел!» викторинăсене, «Эпĕ чăвашла калаçатăп!» акцие хастар хутшăнчĕç.

1-4 классенче вĕренекенсем валли кĕçĕн класс учителĕсем чăвашла кĕнекесем вулассине,  «Яковлев вулавĕсем» сехетсем йĕркелерĕç. Эрне кăсăклă та усăллă иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ олимпиада-викторинăсене, ытти мероприятисене хутшăнса тавра курăмне анлăлатрĕç.