Поэзи асамĕ

Поэзи асамĕ

Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунне халалласа Патӑрьел округĕнчи Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулĕн 5- мĕш класĕнче "Поэзи асамĕ" литература сехечĕ иртрĕ. Ӑна ҫак шкулта чӑваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Светлана Никитина ертсе пычĕ. Ачасем малтанах " поэзи" сӑмахӑн пĕлтерĕшне ӑнланма тӑрӑшрĕҫ. Вырӑс, чӑваш поэчĕсене, вĕсен хайлавĕсене аса илчĕҫ. Ҫеҫпĕл Мишши, К.Иванов, П.Хусанкай, Г.Айхи сӑввисене вуларĕҫ. Патӑрьел тӑрӑхĕнче ҫуралнӑ поэтсен кун- ҫулĕпе, ĕҫĕ- хĕлĕ те кӑсӑкланчĕҫ пиллĕкмĕшсем. Сӑвӑ ҫыраканӑн ĕҫĕ хисеплĕ те йывӑр, кӑсӑклӑ пулни ҫинчен те пычĕ калаҫу. Литература сехечĕ Митта Ваҫлейĕн "Виҫĕ хӑват" сӑввине вуланипе вĕҫленчĕ.